Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене планпа палӑртнӑ чухлӗ акнине пӗлтерет. Пӗтӗмпе вара ҫуртрисем 209,5 пин гектар йышӑннӑ. Малтанласа вара 198,4 пин гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, чӑваш хресченӗ ҫуртрисене планпа пӑхнинчен 0,5 процент нумайрах акнине пӗлтерет. Ҫапах та акса пӗтермен хуҫалӑх та пур-мӗн. Ку вӑл — Улатӑр районӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӑл 98,8 процент ҫӗннӗ.
Ҫӗрулмине 10 пин гектар ытларах лартнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗнчен иртнине пӗлтерет. Хӗрлӗ Чутай районӗ унччен шухӑшласа хунинчен 107,6 процент лартнӑ, Улатӑр районӗ — 106,7 процент. Кайра Красноармейски районӗ пырать. Унта маларах асӑннӑ кун тӗлне ҫуррине кӑна ҫитейнӗ. Маларах республикӑн аграри ведомстви «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне акса пӗтерме шухӑшланине пӗлтернӗччӗ.
Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем пахча-ҫимӗҫ, сахӑр кӑшманӗ, кукуруза, пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем акаҫҫӗ, хӑмла ҫакаҫҫӗ.
Районти хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире кӑларма пуҫларӗҫ. Элӗксене илсен, пуринчен малтан ӗнесене «Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Унта вӗсене «электрокӗтӳҫӗсем» кӗтеҫҫӗ иккен. Ҫав япала пуррине кура кӗтӳҫ шыраса халтан каймалла мар. Пысӑк кӗтӗве пӗр кӗтӳҫех пӑхаять иккен. «Вӗсем ҫаран тӑрӑх хӑвӑрт куҫса ҫӳреҫҫӗ, вырнаҫтарма ансат, выльӑхсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ, — тесе ырлать ҫав хатӗре асӑннӑ районти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. — Картине вырӑнтан вырӑна куҫарма ҫӑмӑл, кӗтӳ апатран тулӑх, ӗнесем часах ӳт хушаҫҫӗ».
Ҫак кунсенче выльӑхсене Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Авангард» хуҫалӑхсенче те ҫаран ҫине илсе тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шанс» тулли мар яваплӑ общество тата «Шӑмӑршӑ районӗнчи чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станци» ҫумӗнче ӗне сӑвакан операторсен район конкурсӗ иртнӗ. Унта Шӑмӑршӑ районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ӗне сӑвакансем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсене теорире тӗрӗсленӗ, ӗне сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарнӑ, ӗне сунӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Шанс» тулли мар яваплӑ обществӑн доярки Нина Петровна Харлампьева чи маттурри пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна «Искра» ЯХПКри Алсине Семигуловна Чернова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗш «Мир» АХОри Земземие Мукатесевна Тизякова пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Шӑмӑршӑ район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ.
Кӑҫал ака-сума тумашкӑн ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Ҫумӑрӗ те кирлӗ паллах. Республикӑри районсенче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра ҫурхи тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 206,7 гектар акнӑ. Плана илес тӗк ку — 99,1 процент. Плана республикӑри пӗр районта ҫеҫ — Улатӑр районӗнче — тултарман. Унта ҫурхи культурӑсене 86,9 процент ҫеҫ акнӑ.
21 районтан 6-шӗнче плана ытлашшипе тултарнӑ. Ку енӗпе ытларах Етӗрне районӗ палӑрнӑ — 101,1 процент.
«Иккӗмӗш ҫакӑра», ҫӗрулмине, 8 гектар лартнӑ. Ку планланин 62,1 проценчӗ. Ку енӗпе плана тӑватӑ район ҫеҫ тултарнӑ: Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсем. Етӗрне тата Красноармейски районӗсенче ку ӗҫ начартарах пырать.
Кӑҫал Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар районӗсенче ҫӗрулми ытларах лартма палӑртнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫӗрулми лартас ӗҫе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те…
Муниципалитетсенче 652 гектар пахча ҫимӗҫ, 642 гектар сахӑр кӑшманӗ, 2 422 гектар рапса, 3 098 гектар горчица, 7,4 гектар куккурус, 17 пин гектар — пӗр ҫул ӳсекен, 5,8 пин гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра Элӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем автотранспорт паркне 10 миллион та 580 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ тесе пӗлтерет унти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. Кивҫен илнӗ укҫапа 3 миллион та 365 пин тенкӗлӗх чухлӗ техника туяннӑ, хӑйсен шучӗпе — 7 миллион та 215 пинлӗх.
«Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) ял хуҫалӑх производство кооперативӗ кӑҫал тӗрлӗрен ял хуҫалӑх техникипе хатӗр-хӗтӗр туянма 4 миллион та 642 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. «Алмаз» хуҫалӑх уй-хирӗнче ҫӗнӗ «Беларус-2022.3» трактор «кӗрлеттерсе» ҫӳрет-мӗн, ҫурхи тырӑна ҫӗнӗ сеялкӑпа акнӑ. Вӗсене туянма 2 миллион та 955 пин тенкӗ «тухса кайнӑ».
Э.Лебедев хресчен-фермер хуҫалӑхӗпе «Килӗшӳ» уҫӑ обществӑн машина-трактор паркӗсем «Беларус-82.1», «Авангард» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн автопаркӗ «Беларус-89.2» тракторсемпе ҫӗнелнӗ.
Чӑваш Ене саранча килет текен сас-хура ҫӳренине, тен, эсир те илтнӗ пулӗ. Ку хыпар-хӑнар тӗрӗссине е ҫынсем юри пӑлханнине пӗлес тесе эпир «Россельхозцентр» патшалӑх учрежденийӗн республикӑри филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗпе Елена Соколовӑпа ҫыхӑнтӑмӑр.
Елена Александровна саранча Чӑвашра та пуррине пӗлтерчӗ. Анчах сывлӑш температури ӑна пысӑк йыша ҫаврӑнма май паманнине пула вӑл ушкӑнпа вӗҫеймест.
Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӑнтӑр, Тутарстанӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗсенче саранча йышӗ нумайланнине асӑрханӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх пулсан вӑл сарӑлса кайса ҫилпе пирӗн енне килес хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, Волгоград, Ӗренпур облаҫӗсенчен. Унчченхи ҫулсенче пирӗн пата саранча пысӑк ушкӑнпа канӑҫсӑрлантарман. Ытти регионтан пирӗн енне хускалас тӑвас пулсан ӑна вӑхӑтра асӑрхаса ҫийӗнчех эмеллемелле.
Тунтикунтанпа республикӑра «Мӑкӑнь–2014» операци пуҫланнӑ. Ӑна ҫав культурӑна акса-лартакансене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Ҫапла, пахчара мӑкӑнь ӳстерсен йӗрке хуралҫисен куҫне ҫакланма пулать. Наркотиклӑ ӳсентӑран шутланаканскере ҫав усал йӑлапа туслисем те ним мар иленӗҫ. Йӗркеллӗ пурӑннӑ ҫӗртен шухӑшламалли тупас мар тесен пахчара мӑкӑнь кашлама памалла мар. Ҫын пахчинче ӳснине курсан йӗрке хуралҫисене пӗлтерме хушаҫҫӗ.
Мӑкӑньпе ҫыхӑннӑ акци утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен пырать.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 197 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 94,5 проценчӗ пулать. Тӑхӑр районта плана пурнӑҫланӑ. Ытти хӑш-пӗр районта ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ — 8 муниципалитетра 90 процентран иртнӗ. Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, улатӑрсем юлса пыраҫҫӗ. Унта планпа пӑхнин 61,1 проценчӗ чухлӗ кӑна акнӑ. Ҫуртрисенчен чылайӑшӗ каярах акмалли культурӑсем иккен, куккуруса унта 2700 га акма палӑртнӑ, хуратула — 500 га.
Аграри ведомстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар акнине те тишкернӗ. Кӑҫал вӑл 6,6 пинпе танлашнӑ. Чи вӑйлӑ ӗҫленӗ кун ака уйӑхӗн 29-мӗшне тивнӗ — ун чух 18,4 пин гектар акнӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек кун ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тивнӗ. Ҫавӑн чухне 17,2 пин гектар ҫӗннӗ.
Паянхи кун хуҫалӑхсем ытти культура акасси-лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫӗрулмине тунтикун тӗлне 4,8 пин гектар лартнӑ. Кунсӑр пуҫне пахча-ҫимӗҫе 340 гектар, горчицӑна 1125 гектар, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 11,4 пин, нумай ҫул ӳсекеннисене 3,8 пин гектар акнӑ. Улатӑр тата Патӑрьел районӗсенче 400 га сахӑр кӑшманӗ, Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенче 500 га рапс акнӑ.
Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш.
Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн.
Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ.
«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑх ҫыравӗ 2016 ҫулта иртмелле. Вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗпе ҫурлан 15-мӗшӗсенче иртмелле. Аякра вырнаҫнӑ тата ҫитме кансӗррисенче — авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса чӳкӗн 15-мӗшӗсенче.
Ҫырав пирки ҫӗршыв Правительстви иртнӗ уйӑхра йышӑну тунӑ. Раҫҫейӗн статистика комитечӗ мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Асӑннӑ хутра правительство РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ҫырав ирттермешкӗн комиссисем йӗркелеме, ҫырава ҫынсене хутшӑнтарас енӗпе статистика службине пулӑшма, администраципе территори тата муниципалитет йӗркелӗвӗсен, ҫавӑн пекех географи объекчӗсен ячӗсене 2016 ҫулта улӑштармасӑр хӑварма сӗннӗ.
Аса илтеретпӗр, ял хуҫалӑх ҫыравӗ пирӗн ҫӗршывра 2006 ҫулта пулнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |